Паян, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн грант фончӗ ПР патшалӑх чӗлхисемпе Пушкăртра пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса аталантарас конкурса хутшӑнма заявкӑсем йышӑнма пуҫланă.
Конкурса республика территорийӗнче регистрациленӗ НКО, çавӑн пекех Раҫҫейри ытти регионсенчен те хутшӑнма пултараҫҫӗ, вӗсен проекчӗсем пирӗн регион тулашӗнче пушкӑрт чӗлхине упраса аталантарма янӑ пулсан. Палӑртса хӑваратпӑр, пӗр проекта укҫа-тенкӗ 3 млн тенкӗрен иртмелле мар.
Заявкӑсене майӑн 10-мӗшӗччен, вырӑнти вӑхӑтпа 17.00 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсем 28 проект пулса тӑнӑ. Интереслӗ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче пурнӑҫланса пушкӑрт чӗлхине, историне тата пушкӑрт халӑхӗн фольклорне вӗренме янӑ.
грантыглавы102.рф. сайт ҫинче конкурс ҫинчен тӗплӗнрех информаци пĕлсе пулать.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-11/startoval-konkurs-grantov-glavy-bashkirii-3215150