Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурссем
22 Июнӗн 2023, 13:00

Пушкӑрт йӑхӗнчи "Башкорт аты" лашасен Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш фестивальне ирттермелли куна палӑртнӑ

Вӑл, малтанхи пекех, Баймак районĕнче иртет.

Пушкӑртстанри Баймак районӗнче "Башкорт аты" пушкӑрт ăратлă лашасен Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш фестивальне ирттермелли йĕркелÿ комитечĕн вырăна тухса ирттермелли канашлӑвӗ иртнӗ. Хутшăнакансем асӑннӑ фестивале ирттермелли йĕркелÿ саманчĕсене сӳтсе явнă, хӑйсен идейисемпе сӗнӗвӗсене сасӑланă.

Мероприятие августӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен Баймак районӗнче Графское кӳлли территорийӗнче ирттерме палӑртнӑ. Унта Пушкӑртстан Республикинче лаша ӗрчетес, кăмăс тăвас тата халӑх ӗҫӗсен йӑли-йӗркисене упраса хӑварас тата аталантарас ыйтусене, пушкӑрт йӑхӗнчи лашасен йышӗ ӳсӗмне тата вӗсене ӳстерес ыйтусене пӑхса тухакан пӗтӗм Раҫҫейри лаша ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен специалистсене чӗнӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасемпе хутшӑнакансене спорт тата культурӑпа массӑллӑ программа кӗтет.

https://svetput.ru/news/common_material/2023-06-21/opredelena-data-provedeniya-vtorogo-mezhdunarodnogo-festivalya-loshadey-bashkirskoy-porody-bashkort-aty-3309218

Пушкӑрт йӑхӗнчи "Башкорт аты" лашасен Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш фестивальне ирттермелли куна палӑртнӑ
Пушкӑрт йӑхӗнчи "Башкорт аты" лашасен Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш фестивальне ирттермелли куна палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: