Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
20 Июлӗн 2023, 11:52

Пушкӑртстанра пурӑнакансем наукӑпа технологисен Вунӑ çуллӑх Талисманне суйласа илмелли конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ

Июнӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫейри наукӑпа технологисен Вунӑ çуллӑх Талисманне палӑртма конкурс пуҫланнӑ.

Конкурса ҫӗршыври кирек хӑш ҫын та хутшӑнма пултарать. Ҫакна тума июлӗн 31-мӗшӗччен Талисман вариантне кӗртмелле, ун ҫинчен кӗске калавпа РФ науки конкурс страницине ямалла.
Талисман Раҫҫей флорин е фаунин представителӗ, ҫутҫанталӑк пулӑмӗ, кирек мӗнле чунлӑ япала е шухӑшласа кӑларнӑ персонаж пулма пултарать. Талисманра патшалăх символӗсемпе, тавар паллисемпе, ҫавӑн пекех общество интересӗсене, ҫынна юратассипе моралӗн принципӗсене хирӗҫле элементсемпе усӑ курма юрамасть. Конкурс ӗҫне кирек мӗнле техникӑпа жанрта та пурнӑҫлама пулать. Ытти авторсем тунӑ геройсене ӳкерекен ӗҫсене хутшӑнма юрамасть.
Ӗҫ суйласа илесси темиҫе тапхӑрта иртет. Августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшӗччен профильлӗ аслӑ шкулсенчи студентсенчен волонтерсем конкурс правилисемпе килӗшӳллӗн Талисмансене тӗрӗслӗҫ, Арт-сферӑри, медиасферӑри профессионалсем, актерсемпе ученӑйсенчен паллӑ ҫынсем тӑратнӑ Эксперт канашӗ вара пӗтӗмлетӳ хак парӗ, унӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 40 ӗҫрен тӑракан шорт-листа палӑртӗҫ.
Сентябрӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен суйласа илнӗ Талисмансене уҫнӑ онлайн-сасӑлав валли талисман.наука.рф.конкурсӗн страницинче иртĕ. Чи лайӑх пилӗк ӗҫе талисман-ҫӗнтерӳҫĕне Вунă çуллӑх наукӑпа технологисен координаци комитечӗн членӗсене парӗҫ.
Талисман-ҫӗнтерӳҫӗ презентацийӗ "Сириусра" ҫамрӑк ученӑйсен III Конгресӗ шайӗнче иртӗ. Конкурс финалисчӗсем дипломсемпе сувенирсем илӗҫ, конкурс ҫӗнтерӳҫи ҫамрӑк ученӑйсен Конгресне ҫитсе курма пултарӗ, унӑн ӗҫӗ вара Раҫҫейри Наукӑпа технологисен официаллӑ Талисманӗ пулса тӑрӗ.
https://svetput.ru/news/konkursy/2023-07-20/zhiteli-bashkortostana-mogut-prinyat-uchastie-v-konkurse-na-vybor-talismana-desyatiletiya-nauki-i-tehnologiy-3347715

Пушкӑртстанра пурӑнакансем наукӑпа технологисен Вунӑ çуллӑх Талисманне суйласа илмелли конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем наукӑпа технологисен Вунӑ çуллӑх Талисманне суйласа илмелли конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: