Пишпÿлек ялӗнчи ӑстаҫӑ Ирина Аглеева "Ача костюмӗн автор интерпретацийӗ" номинацире I степеньлӗ Лауреат дипломне тата 30 пин тенкӗлӗх сертификата илме тивĕçлĕ пулнă.
Октябрӗн 30-мӗшӗнче Уфара "Таҡыя" ача-пӑча наци костюмӗн ӑстисен Тӗнчери I конкурсӗ иртнӗ. Унта Раҫҫей регионӗсенчен, ҫавӑн пекех ҫывӑх чикĕ леш енчи ҫӗршывсенчен талантлӑ ӑстаҫӑсемпе дизайнерсем хутшӑннӑ.
Ирина Аглеева, Пишпÿлекри Культура керменĕн "Булавка" модӑн кӑтартуллӑ студийӗн ертӳҫи, конкурсӑн темиҫе тапхӑрĕнче ҫӗнтерсе "Ача костюмӗн автор интерпретацийӗ" номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă.
Йӑх вӑйӗ — авалхи чӑваш орнаментĕнче. Шӑпах çавна пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ Ирина Аглеева ҫӗленӗ кĕпе ҫинче ӳкернӗ. Пишпÿлек пикисен сăнĕсене алӑпа тунӑ, анчах символсене хальхи меслетпе — ҫӗвӗ машинипе çĕленĕ.
Конкурса хӑйне евӗрлӗ наци костюмӗсем — йӑлана кӗнӗ, хальхи, сцена, ҫавӑн пекех архив, харпӑр хӑй тата музей материалӗсемпе усӑ куракан этнографи костюмӗсем тӑратнӑ. Мастерсен ӗҫӗнче йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ элементсемпе тӗрлӗ халӑхсен уйрӑмлӑхӗсене курма пулнӑ. Конкурс Раҫҫейри халӑхсен наци колоритне кӑна мар, ҫывӑхри чикĕ леш енчи ҫӗршывсене те уҫҫӑн кӑтартса панă.
"Таҡыя" наци костюмне вӗренекен тата ӑна ҫӗнетекенсене, этнос тумтирсене моделизацилекенсене, Раҫҫей халӑхӗсен историпе культура йӑли-йӗркине упраса хӑваракансене пӗрлештернӗ.
Ирина Ирековнана яланах ҫӗнӗ шухӑшсемпе идейӑсем шырама, нихҫан та хавхалануран уйрӑлмасса, яланах телейпе савӑнӑҫа туйма, ҫак тӗнчене куллен-кун хӑйӗн тӗлӗнмелле чаплӑ шедеврӗсемпе, кисрентерекен ӗҫӗсемпе тултарса пыма сунатпăр.
https://vk.com/bizbulyakdk