Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Конкурссем
15 Ноябрӗн 2023, 07:11

Пушкӑртра Раҫҫей Конституцийӗ 30 ҫул тултарнă тĕле конкурс иртет

Кун пирки "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтерет.

Пушкӑртра Раҫҫей Конституцийӗ 30 ҫул тултарнă тĕле конкурс иртетПушкӑртра Раҫҫей Конституцийӗ 30 ҫул тултарнă тĕле конкурс иртет
Пушкӑртра Раҫҫей Конституцийӗ 30 ҫул тултарнă тĕле конкурс иртет

Пушкӑртстан пĕтĕм Раҫҫейри "Раҫҫей Конституцине 30 ҫул — хӑвна тӗрӗсле!" онлайн-конкурсăн пайĕ пулнă. Кун пирки "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтерет.

2023 ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине йышӑннӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кунсенче Пӗтӗм Раҫҫей тӑрӑх Раҫҫей Конституцине пӗлмелли онлайн-конкурс иртет. "Республика Башкортостан" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшăнма пултараҫҫӗ.

"Единая Россия" партийӗ "Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине 30 ҫул ҫитни" ятарлӑ мобилизаци проектне хута янӑ, унӑн шайӗнче https://constitution.er.ru сайтра Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-конкурс хута кайнӑ, вӑл Конституци никӗсӗсене пӗлмелли вунă ыйтуран тӑракан тест пулса тӑрать. Конкурс ноябрӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленет, ҫӗнтерӳҫӗсене 2023 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче наградӑлаҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: "Раҫҫей Конституцине 30 ҫул — хӑвна тӗрӗсле!» сайтран.

Ҫӑлкуҫ: "Республика Башкортостан" хаҫат.

https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-11-15/v-bashkirii-prohodit-konkurs-k-30-letiyu-konstitutsii-rossii-3521179

 

Пушкӑртра Раҫҫей Конституцийӗ 30 ҫул тултарнă тĕле конкурс иртет
Пушкӑртра Раҫҫей Конституцийӗ 30 ҫул тултарнă тĕле конкурс иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас