+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнче уяв атмосфери хуçаланнӑ. Ирех пур хӗрарӑмсене те, массеткă ҫыхакансене те ырӑ сюрпризсем кӗтнӗ. Ҫак кун маскировка сеткисен ӑстисене тата СВОна хутшăнаканăн амӑшне уйрӑм тав сӑмахӗсем Михайловка ял тӑрӑх администраци пуҫлӑхӗ Сергей Александрович Никитин каланӑ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ - ачашлӑх, ҫуркунне, юратупа ырлӑх уявӗ - чун-чӗререн саламланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114831475