Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
28 Мартӑн , 12:03

Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫемье йăли-йĕрки" акци стартлать

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29 -мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен Раҫҫейри культура тата вӗренӳ проекчӗн шайӗнче "Культура шкул ачисемшӗн" Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫемье йӑли-йӗрки" акци иртет.

Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫемье йăли-йĕрки" акци стартлать
Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫемье йăли-йĕрки" акци стартлать


2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29 -мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен Раҫҫейри культура тата вӗренӳ проекчӗн шайӗнче "Культура шкул ачисемшӗн" Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫемье йӑли-йӗрки" акци иртет, ӑна Çемье çулталӑкне халалланă тата Раҫҫейри халӑхсен йӑли-йӗркисене сарма тĕллев лартнă.
2024 ҫула Раҫҫей Президенчĕн Владимир Путинӑн Указӗпе Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, ҫемьене хӳтӗлес тата йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхне упрас сферӑри политикӑна сарас тӗллевпе.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пирӗн ҫӗршыври шкул ачисене, вӗсен ҫемйисенче хӑйсен регионӗн йӑлана кӗнӗ культура йăлисене ăруран ăрава тытса пыракансене, ҫемье видеороликне пӗр е темиҫе номинацире: "Йăла-йĕркери юрӑ", "Йăла-йĕркери ташӑ", "Йăла-йĕркери музыка инструменчӗсемпе выляни", "Йăла-йĕркери апат-çимĕç", "Йăла-йĕркене кӗнӗ ремеслӑсем" тата "Культурадляшкольников.РФ" порталӗнчи хӑйӗн кабинетӗнче пичетлесе кӑларма сӗнӗҫ.
Акци итогӗсем тӑрӑх жюри членӗсем "Культурадляшкольников.РФ" порталӗнче пичетленсе тухнӑ чи интереслӗ 50 ӗҫе суйласа илӗҫ.
Проектӑн пӗтӗм пултарулӑх акцийӗсем ачасене хӑйсен пултарулӑхне тупма, вӗсен илемлӗх тӗнчине, пӗлӗвне анлӑлатма, пирӗн аслӑ ҫӗршывӑн нимпе танлаштарайми культурипе мухтанма вӗрентме пулӑшаҫҫӗ.

https://svetput.ru/news/obshchestvo/2024-03-28/startuet-vserossiyskaya-aktsiya-semeynye-traditsii-3704761

 

 

Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫемье йăли-йĕрки" акци стартлать
Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫемье йăли-йĕрки" акци стартлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: