Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
14 Нарӑсӑн , 12:09

Пушкӑрт ҫамрӑкĕсене пултарулӑх конкурсне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ

Уфара 2025 ҫулхи февралӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 30-мӗшӗччен «Созвездие талантов» конкурс иртет.

Хутшӑнӑва сывлӑх начартарах ачасене, тӑлӑх ачасене; ашшӗ-амӑшӗн тилĕхӗсӗр юлнӑ ачасене, ҫав шутра опекӑра пурӑнакансене; СВОна хутшӑнакансен ачисене; пилĕк тата ытларах ача пӑхса ӳстерекен нумай ачаллӑ ҫемьери ачасене хутшăнма чӗнеҫҫӗ.

Хутшӑнакансен ÿсĕмӗ - пилӗк ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитиччен; сывлӑх начартарах ачасене 21 ҫула ҫитиччен.

Конкурса тӑхӑр номинацире ирттереҫҫӗ:

1. Юрă юрлани.
2. Музыкӑпа пурнӑҫлакан искусство.
3. Ташӑ ӑсталӑхӗ.
4. Хускануллă юрӑ.
5. Хӑйне евӗрлӗ жанр (цирк номерӗсем т. ыт. те)
6. Художествӑлла тата авторла вулани.
7. Ҫитӗннӗ + ача.
8. Сывлӑх начартарах ача валли тумтир дизайнĕ тата хатӗрлесси.
9. Вӗренӳпе наука.
Конкурса хутшӑнма ссылкӑсемпе регистрациленме пулать.
9-мĕш номинацие хутшӑнма кунта регистрациленмелле.
Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗп конкурс çу уйӑхӗнче пулать. Гала-концерт çĕртме уйӑхӗнче иртет.

Сӑнӳкерчӗкĕ: «Созвездие талантов» конкурс пӗрлӗхӗ "ВКонтакте".
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2025-02-13/v-bashkirii-proydyot-tvorcheskiy-konkurs-dlya-detey-s-ovz-4120542

Пушкӑрт ҫамрӑкĕсене пултарулӑх конкурсне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
Пушкӑрт ҫамрӑкĕсене пултарулӑх конкурсне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: