Çутă çул
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
14 Мартӑн 2025, 11:54

Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ

Районти ял тăрăхĕсенче пултарулӑх марафонӗн "Çĕнтерÿ çырӑвӗ" фестиваль-марафон шайӗнче концертсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ.

Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ
Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ

Районти ял тăрăхĕсенче пултарулӑх марафонӗн "Çĕнтерÿ çырӑвӗ" фестиваль-марафон шайӗнче концертсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Мартăн 12-мӗшӗнче Хушăлка ялӗнче чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнӗ. Ялти пултарулӑх артисчӗсен вӑйӗпе нумай жанрлă концерт программи хатӗрленӗ. Хушăлкари вăтам шкулăн ĕҫ коллективӗ, Хушăлка ял тӑрӑхӗн ĕçченĕсем хастар хутшӑннӑ. Пĕчченшер номерсемпе Анастасия Судеева "Переработка" ОООран, Артур Дмитриев, Александр Егоров, Гузель Газизова тухса каланă. Çар офицер юрри пӗр ҫынна та сӳрӗк кăмăллă хăварман.
Аса илтеретпӗр, фестиваль Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ шайра иртет тата тепӗр ял тăрăхне-фестивале хутшӑнакана - штандарта пама палӑртнӑ.
#ПисьмоПобеды #КошЕлга #ФестивальНародногоТворчества

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ
Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ
Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ
Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ
Хушăлкара чуна пырса тивекен ҫутӑ концерт иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас