Çутă çул
-23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
15 Октябрӗн 2025, 11:06

Апачĕ тутлӑ пултӑр!

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 4 «а» класра вĕренекен Милана Давыдова «Манӑн юратнӑ апат-ҫимĕç» конкурса хутшӑннă.

Апачĕ тутлӑ пултӑр!
Апачĕ тутлӑ пултӑр!

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 4 «а» класра вĕренекен Милана Давыдова «Манӑн юратнӑ апат-ҫимĕç» конкурса хутшӑннă.

«Мана питӗ ӑнчӗ — кукӑль пӗҫерме юратакан асаннепе кукамай пур, ҫавӑнпа та манӑн чи юратнӑ апатсенчен пӗри — ҫӗрулмипе какай кукӑлӗ. Анне каланӑ тӑрӑх, мӑн асанне вӗсене чӑвашла «кукăль» тетчĕ.

Ӑна хатӗрлемешкӗн: фарш илетпӗр, ҫӗрулми тасататпӑр, ӑна кубикпа касса пурне те пӑтрататпӑр, тӑвар тата кирлӗ чухлĕ хура пӑрӑҫ хушатпӑр. Чустана кефиртан, ҫӑмартаран, ҫӑнӑхран тата тӑвартан ҫӑратпӑр. Ӑшлӑх та, чуста та хатӗр пулсан манӑн юратнӑ пай пуҫланать — чустана йӑваласа илем кӳретпӗр. Малалла кукӑльсене духовкӑна 180 градуса яхӑн 30—40 минутлӑха лартатпӑр. Тутлӑран та тутлӑ чӑваш кӗрен кукӑлӗсемпе киленетпӗр те», — сĕнет Милана.

Апачĕ тутлӑ пултӑр! 

#МояЛюбимаяЕда
#Бижбулякшкола2

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/bssh2?from=groups

 

Апачĕ тутлӑ пултӑр!
Апачĕ тутлӑ пултӑр!
Апачĕ тутлӑ пултӑр!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас