Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
15 Кӑрлач 2019, 14:36

Тăван чĕлхе çинчен

Паян çамрăк ашшĕ-амăшĕсенчен нумайăшĕ пепкисене вырăсла калаçса ÿстерет.

Мĕн сăлтавпа-ши? Ахăртнех, тĕпренчĕкĕсене чăваш чĕлхи кулленхи пурнăçра кирлĕ пулмасть, вырăсла калаçни вара пур алăка та яри уçать тесе шутланăран çапла хăтланаççĕ.


Ку, паллах, питĕ салху. Тăван чĕлхешĕн те, чăваш пулса çуралнă çĕртен ăнсăртран вырăсла калаçса ÿсекен ачасемшĕн те.


Кирек мĕнле этеме те тымарсем кирлĕ. Тăван чĕлхе вăл - чи çирĕп тымарсенчен пĕри! Ача хăй чăваш пулса, чăвашла калаçса, чăвашла шухăшласа ÿсни унăн пурнăçне çирĕплĕх те тăнăçлăх кÿрет. Тĕкĕре пăхса, "Акă ЭПĔ. Эпĕ - ЧĂВАШ. Эпĕ хам тăван ХАЛĂХ чĕлхипе калаçатăп" шухăшпа кун пуçлани çак асар-писер тĕнчене йĕрке кĕртет çамрăкшăн. "Эпĕ - такам, вырăсла калаçатăп" шухăш вара ... пушă та хевтесĕр, ура айĕнчи хăмана туртса кăларнă пекех вĕт?


Манăн тете, Шупашкарта пурăнать пулин те, икĕ ывăлне чăвашла калаçса ÿстерет. "Ашшĕн чĕлхине пĕлмен ачасем ашшĕне чăнласах хисеплеме пултараççĕ-и вара?" - тет вăл пĕр иккĕленмесĕр. Чăнах вĕт!
Читайте нас: