Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Кӑрлач 2019, 17:50

Кÿршĕсене концертпа савăнтарнă

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ситекри Культура çурчĕн хăйпултарулăх коллективĕ Пишпÿлек районĕнчи Й́́ăлпăлак ялĕнче çĕнĕ репертуарпа «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» концертпа хăнара пулнă.

Концерт курма пуçтарăннă Йăлпăлак халăхĕ кÿршĕсене хапăл туса ăшшăн кĕтсе илнĕ. Сехет те хĕрĕх пилĕк минут пынă концерт программи пĕр самант пек иртсе кайнă. Сцена çине тухакан кашни артиста тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ йăлпăлаксем. Концерта Александр Геннадиевичпа Тамара Витальевна Петровсем ертсе пынă. Юрий Кузьмин каласа панă кулăшсем пуçтарăннисен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ. Сергейпе Мария Семеновсен çемье дуэчĕ шăрантарнă «Пурнăç юрри» шухăшсен авăрне путарнă. Елена Ивановапа Людмила Романован «Шăннă чечексем» юрри чунра ăшă туйăмсем çуратнă. «Çăлкуç» фольклор коллективĕ курма килнисене «Чăваш ташшипе» ташă картине тăма чĕннĕ. «Машинăра» тата «Пасарта» хăйнеевĕрле сценкăсем концерта туллилетнĕ.
Читайте нас: