Стас Владимиров 20 çул каялла Пишпÿлек районĕнче пулнине тата «Шурă хурăн» фольклор ансамблĕпе паллашнине каласа пачĕ. Ун чухне ăна ансамбль ертÿçи Валентина Иванова «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç» юрра парнеленĕ. Хальхи вăхăтра çак юрă анлă сарăлнă.
— Театр вăл — пирĕн пурнăç, çавăнпа та сцена çинче вылямалла мар, пурăнмалла. Чăвашсен менталитетне шута илме манмалла мар, — сĕнÿсем пачĕ тава тивĕçлĕ артист.
«Çамрăк кураканăн театрĕнче» вылянă Сергей Кувшинов вăхăтĕнче халăх театрне ертсе пынă. Вăл сцена çине хăпарса тĕрлĕ рольсене çăмăллăн выляса кăтартни пухăннисене тĕлĕнтерчĕ. Култарма та ăста пулчĕ Сергей Кувшинов.
Мастер-класс тĕрлĕ темăпа этюдсем кăтартса пани евĕр иртрĕ. Этюд вăл — артист сăмахсăр хусканусемпе мимика урлă çеç лару-тару çинчен каласа пани. Ăстасене пулăшма сцена çине виçĕ çамрăка чĕнчĕç. Вĕсене ÿсĕр çынна, савăнăçлă çынна, ача садĕнчи картинăна, хĕрпе каччăн тĕл пулу самантне, ыйхăран вăратмалли сценăна кăтартса пама ыйтрĕç. Çамрăк артистсем вăтанчĕç пулин те тăрăштарчĕç. Мастер-класа ертсе пыракансем вĕсен йăнăшĕсене кăтартса тата ăнлантарса пачĕç. Лару-тăрăва пурте пĕрле сÿтсе яврĕç.
— Сцена çинче вылянă чух курма килнисем çинчен манмалла, вĕсем сирĕншĕн çук. Театрта çакна 5-мĕш стена теççĕ. Хăвăра ирĕккĕн тытмалла, хусканусем чăн пурнăçри пек пулмалла. Ытлашши вылямалла та мар, — паха сĕнÿсем пачĕ Сергей Кувшинов.