Çутă çул
+22 °С
Дождь
Культура
12 Марта 2019, 11:32

Спектакль курма йыхравлаççĕ

Мартăн 13-мĕшĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕн сцени çинче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕ черетлĕ премьерăпа савăнтарĕ.

10.30 сехетре пĕчĕк куракансем «Золотой цыпленок» юмах курма пултарĕç. Билет хакĕ — 120 тенкĕ.

Çав кунах каçхи 19 сехетре «Юрату пурах иккен!» музыка комедине курса савăнма пурне те йыхравлаççĕ. Спектакле Дмитрий Петров режиссер лартнă, пьеса авторĕ — Чăваш Енĕн искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Сидоров.

Билет хакĕ — 250 тенкĕ.
Читайте нас