Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Мартӑн 2019, 13:59

«Пушкăртстанра тунă»

Районта пурăнакансем театр фестивалĕнче туяннă кăмăл-туйăмсене манса ĕлкĕреймерĕç, çĕнĕ пултарулăх проекчĕ — Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине чысланă «Пушкăртстанра тунă» ял тăрăхĕсем, район центрĕн организацийĕсемпе предприятийĕсем хушшинчи илемлĕ хăйпултарулăхĕн муниципаллă конкурсĕ пуçланнă.

Конкурс Пăслăк ялĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕнче пуçламăш илнĕ. Район администрацин культура комитечĕн председателĕ Елена Арефьева конкурсăн символне — штандартне Пăслăк ял тăрăх ял Совечĕн пуçлăхне Юрий Васильева уявла лару-тăрура тыттарнă. Уявла церемони хыççăн ял тăрăх организацийĕсем курма килнисем тата жюри умне хитре концерт номерĕсем тăратнă. Фойере ал ĕçĕсен пултарулăх ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Концерт «эстафети» пĕр ял тăрăхĕнчен тепĕр ял тăрăхне штандарт куçарса марафон евĕр малалла пырĕ. Концертсене килĕр тата хăвăр ĕçтешĕрсемпе пĕр ял çыннисене хавхалантарăр.

Ирина МИХАЙЛОВА.
Читайте нас: