Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Апрелӗн 2019, 18:59

Малалла, Пушкăртстан!

Районта республикăн ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕç

Уяв меропиятийĕсем районти Культура керменĕнче иртрĕç. Сумлă хăнасем шутĕнче Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачĕсем Салават Харасов, Айгуль Ханафина, Пушкăртстан Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Юрий Лысов, ПР Пуçлăхĕн Управленин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайăн тĕп советникĕ Альберт Максютов, «Телейлĕ çемье» ыр кăмăллăх фонд директорĕ Ильдар Зайнетдинов, академик Валерий Хилтунен пулчĕç.

Юбилей выставки Культура керменĕн фойинче вырнаçнă. Пишп лекри çăкăр комбиначĕ хăйĕн илемлĕ, тĕрлĕрен тата, паллах, тутлă продукцине тăратнă. Хресчен хуçалăхĕсен сĕтеллисем сĕт-çу продукципе тулнă. Пысăк фойере пушкăрт юрттин шалти йĕркине сăнласа панă. Пишпÿлекри историпе таврапĕлу музейĕ тăратнă стендсемпе экспонатсем, аваллăх страницине уçса кăтартрĕç. Ача-пăча пултарулăх центрĕн тата искусство шкулĕн воспитанникĕсен, районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсен ал ĕçĕсемпе картинисем выставкăна илем кÿчĕç. Кунта республикăн тата тăван кĕтесĕн историйĕ тĕлĕшпе ырăлăх, уçăлăх, юрату тата хисепленин лару-тăрăвĕ хуçаланчĕ.

Мероприяти Пишпÿлек район гимнне пилĕк чĕлхепе юрланинчен пуçланчĕ. Район администрацин пуçлăхĕ Наиль Гатауллин çитес ĕмĕр республикăшăн кăна мар, пирĕн районшăн та «ылтăн» пуласса шаннине пĕлтерчĕ, уявпа саламларĕ.

Çак кунхине пишпÿлексене Хисеп хучĕсемпе, юбилей медалĕсемпе наградăларĕç. Вĕсен хушшинче — районăн Хисеплĕ гражданĕсем, тава тивĕçлĕ врачсем, педагогсем, АПК ĕçченĕсем. Пĕрремĕш юбилейлă медальпе республикăпа пĕр çулхи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне Фаттах Фаррахович Сайфутдинова наградăларĕç. Районти вунă çамрăк çемьене çурт тума социаллă тÿлев тăратни çинчен свидетельствă тыттарчĕç. Районти çамрăк çăмăл атлетсене пысăк çитĕнÿсем çĕнсе илнипе саламаларĕç, ятарлă атă-пушмак парнелерĕç. Наградăсене чĕннĕ хăнасем пачĕç, пишпÿлексене аталану сунчĕç.

Культура керменĕ, ялсенчи культура çурчĕсен тата Ача-пăча искусство шкулĕн артисчĕсемпе коллективĕсем уявла кăмăл-туйăм парнелерĕç. Мероприятине йĕркелекенсем районăн ĕлĕшĕ çинчен каласа паракан пуян материал хатĕрленĕ. Сцена çинчен вырăс, пушкăрт, чăваш, тутар, мари юррисем янăрарĕç.

Наталья МИНАЕВА.
Читайте нас: