Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Майӑн 2019, 17:54

«Шур çăл» кĕрленĕ, янăранă

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнче «Шур çăл» Регионсем хушшинчи чăваш ача-пăчапа çамрăкĕсен фестивалĕ иртнĕ.

Кăçал фестиваль тăхăр районтан тата Тутарстанри Набережные Челны хуларан 178 ача пухнă. Чăваш еткерлĕхне сыхласа хăварас тата культура потенциалне аталантарас тĕллевпе çичĕ çултан пуçласа 18 çулчченхи ÿсĕмри ачасем юрă, ташă, фольклор, кĕвĕ инструменчĕсен пултарулăхĕнче ăмăртнă.

Мероприятине район администрацин пуçлăхĕ Наиль Гатауллин, Пишпÿлек районĕнчи «Родник» агрофирмăн ертÿçи, тĕп меценат Сергей Михайлов хутшăннă.

Çак кун Культура керменĕнче ача-пăча куллинчен, янăравлă сассисенчен тата çиçекен куçсенчен чăнаххипе те ăшă та хĕвеллĕ пулчĕ. Конкурс суйлавĕ виçĕ сехет ытла пынă. Пушкăртстан Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсенчен, ансамбль ертÿçисенчен, чăвашлăхшăн тăрăшакан хисеплĕ çынсенчен тăракан жюри 40 ытла номер пăхнă.

Çанталăк пăсăлнине пула Гала-концерт Алексеевкăри Улмуççи садĕнче мар, Культура керменĕнче иртнĕ.

— Эпир пĕрремĕш хут фестивале килтĕмĕр. Елена Макарова эстрада номерĕ катартрĕ, вăл тăватă çултан юрлать. «Николаевка кашăкçисем» ача-пăча кĕвĕ инструменчĕсен ансамблĕ «Ылтăн укçа» театрализациленĕ постановка тата «Асанне патĕнче хăнара» фольклор номерĕ катартрăç. Фольклор блокĕнче йăхран йăха куçса пыракан чăваш халăхĕн культурин пуянлăхне кăтартса парас терĕмĕр. Пирĕн ăна сыхласа хăвармалла тата çитĕнекен ăрăва паллаштармалла, — каласа парать Кармаскалă районĕнчи Николаевка Культура çурчĕн коллективĕсен ертÿçи Алина Степанова. Набережные Челны хуларан «Путене» ансамблĕн хĕр ачисем чăвашла таса юрласа савăнтарнă.

Пирĕн район ачисем те хăйсене тивĕçлĕ катартнă. Пăслăкри нумай функциллĕ культура центрĕнчи «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕн спутник йышĕ (ертÿçи С. Трофимова, аккомпониаторĕ Р. Едиханов) Гран-прине тивĕçнĕ.

Фестивалĕн кашни участникĕ йĕркелÿçĕсенчен диплом тата ятарлă парне илнĕ тата, паллах, лайăх кăмăл-туйăм туяннă.

Ирина ИВАНОВА.

Авторăн ĕçĕ.
Читайте нас: