Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Августӑн 2019, 12:00

Рушана Валиеван концерчĕсем пулаççĕ

Толбазăра çуралса ÿснĕ Рушана Валиеван концерчĕсем Стерлитамакра тата Уфара иртĕç.

Математикăн аслă шкулĕн студенчĕ пулас концертсем çинчен нумай та пулмасть ирхи „Салям”программăра каласа панă.


Рушанăн концерчĕсем Стерлитамакра сентябрĕн 28-мĕшĕнче, Уфара сентябрĕн 29-мĕшĕнче иртĕç. Концертсем кунпа кăна вĕçленмеççĕ. Малалла, октябрĕн 1-мĕшĕнче, Хусанта, октябрĕн 5-мĕшĕнче Санкт-Петербургра, октябрĕн иккĕмĕш çурринче Мускавра иртĕç.


Пулас математик шкулта вĕреннĕ çулсенчех математикăна, прграммированине килĕштернĕ.Бюджета вĕренме кĕнĕ.


Малашлăхра Рушана ялсенчи, районсенчи ачасем валли пултарулăха аталантармалли культура центрĕсем уçма ĕмĕтленет. Талантсем ялсенче те нумай тесе шутлать вăл, анчах та ачасен вĕсене аталантарма майĕсем çук. Ачана вара хăйне шанма пулăшасси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Читайте нас: