Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Августӑн 2019, 13:54

ПУШКĂРТСТАН РЕСПУБЛИКИН ЧĔЛХЕ ГРАНЧĔСЕНЕ ИЛМЕ ХУШМА КОНКУРС ПĔЛТЕРНĔ

Пушкăртстан Республикин Культура министерстви Пушкăртстан Республикин патшалăх чĕлхисене тата Пушкăртстан Республикин халăхĕсен чĕлхисене аталантарма тата сыхласа хăварма тĕлленĕ проекта пулăшма Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене илме хушма конкурс пĕлтернĕ.

Пĕтĕмĕшле сумма — 2594010,00. Проекта пурнăçа кĕртмелли срок — 2019 çул.

Культура, вĕрентÿ, наука, массăллă информаци хатĕрĕсем, çамрăксен политики тата спорт сферисенче ĕç-хĕл илсе пыракан коммерци мар организацисем, республикăн патшалăх тата муниципаллă унитарлă предприятисем грант илме конкурса хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса хутшăнма заявкăсене 2019 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнчен 16-мĕшĕччен 10 сехетрен 17 сехетччен Пушкăртстан Республикин Культура министерствин регионсем хушшинчи çыхăнусен тата этнокультура аталанăвĕн пайĕнче Уфа хули, Революционная урамĕ, 18-мĕш çурт адреспа 12-мĕш кабинетра йышăнаççĕ.

Грантсем памалли йĕркепе, заявка формипе, конкурса хутшăнмалли документсен пуххипе республикăн Культура министерствин сайтĕнче Гранты пайра тĕплĕнрех паллашма пулать.
Читайте нас: