Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Сентябрӗн 2019, 14:24

ПУШКĂРТСТАНРА «ЮРЛАКАН ЯЛ» КОНКУРС ПĔРРЕМĔШ ХУТ ИРТЕТ

Пушкăртстанра «Юрлакан ял» ял тăрăхĕсем хушшинчи вокал пултарулăхĕн Республика конкурсĕ пуçланать.

Çĕнĕ пултарулăх ăмăртăвĕ 2019 çулхи октябрь уйăхĕнче пуçланса 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче вĕçленет, тесе пĕлтернĕ халăх пултарулăхĕн пресс-центрĕнче.

Программăра концерт номерĕсене итлесе тухни, итлесе тухнин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пултарулăх лабораторийĕсем, чи лайăх коллективсемпе юрăçсем хутшăннипе пĕтĕмлетÿ концерчĕ, çĕнтерÿçĕсене наградăлани кĕрет.

Конкурса хутшăнма Пушкăртстан Республикин муниципаллă районсенчи ялсен хăйпултарулăх юрă коллективĕсене (халăх юррисен, фольклор юррин, эстрада юррин вокал ансамблĕсене; çемье ансамблĕсене, арçынсен вокал ансамблĕсене, уйрăм юрăçсене) йыхравлаççĕ.

Мероприяти виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăр — суйлав (2019 ç.октябрь-декабрь) — республикăн муниципаллă районĕсенчи ялсенче итлесе тухнă конкурс формипе иртет (СДК, СК, СМФК).

Иккĕмĕш тапхăр — район тапхăрĕ (2020 ç.февраль-май) — уйрăм график тăрăх пĕрремĕш тапхăра иртнĕ участниксене итлесе тухни (ГДК, РДК, СКЦ).

Виççĕмĕш тапхăр — республика тапхăрĕ (2020 ç. октябрь) — иккĕмĕш тапхăра иртнĕ участниксене итлени (конкурса 1 степеньлĕ лауреатсене кăна яраççĕ).

Гала-концерт Уфара иртет, чи лайăх коллективсемпе юрăçсем сцена çине тухĕç. Конкурс уявла лару-тăрура çĕнтерÿçĕсене наградăланипе вĕçленĕ.

Конкурса Пушкăртстан Республикин Культура министерстви, Халăх пултарулăхĕн республика центрĕ, ПР районсен администрацийĕсем йĕркелеççĕ.

8 (347) 289-66-96, 8-905-355-44-20, 8-987-103-48-44 (Кондакова Наталья Михайловна, Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн вокалпа хор жанрĕн тĕп специалисчĕ) телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: