Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Сентябрӗн 2019, 12:42

«Театральное Поволжье» фестиваль çĕнтерÿçисене куракансем суйласа илеççĕ

Округри «Театральное Поволжье» фестиваль юлашки тапхара кĕне. Финала тухнă спектакльсен видеоверисийĕсене — Атăлçи федераллĕ округа кĕрекен мĕнпур регионсенчи студентсен 14 тата шкулсен 14 постановкине — проектăн сайтĕнче пурте пăхма пултараççĕ. Кунта кăмăл тăвакансем спектакль пăхма кăна мар, пуринчен ытларах килĕшнишĕн сасăлама та пултараççĕ. Мĕншĕн тесен фестиваль çĕнтерÿçине шăпах куракансем суйласа илеççĕ.

Пушкăртстан Республикинче студентсен коллективĕсен хушшинче чи лайăххин ятне «Ҡорос» халăх театрĕ (М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт Патшалăх педагогика университечĕ) илнĕ, вĕсем «Ашкăнчăк çамрăклăх («Озорная молодость»)» постановка лартнă. Шкул театрĕсем хушшинче гран-при илекенĕ — Межгорье хулинчи «Пауза» студи.

Раççейри Театр çулне чысланă «Театральное Поволжье» фестиваль Раççей Президенчен Атăлçи федераллĕ округри представителĕ Игорь Комаров пуçарнипе мартăн 27-мĕшĕнче пуçланнă. Çĕнĕ общество проекчĕ студентсемпе шкул ачисем хушшинче театр юхăмне аталантарма тата çамрăксен театр искусствине халăх хушшинче анлă сарма, çĕнĕ майсем уçса пама тĕллев лартать.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: