Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
20 Сентябрӗн 2019, 20:22

Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕсенче пушкăрт кинофильмне кăтартнă

Мускавра Пушкăртстан 100 çул тултарнине чысласа Пушкăртстан Республикин кунĕсем иртеççĕ.

Мускаври «Спутник» кинотеатрта А. Абдразаков ячĕллĕ «Башкортостан» киностудин кинокартинисене кăтартнă.

Куравсем пушкăрт анимацин пуçаруçисенчен пĕрин — Рим Шарафутдиновăн анимацийĕсене кăтартнинчен пуçланнă. Республикăра мультипликаци фильмĕсене юратса пăхаççĕ. Раççей тата тĕнче кинофестивалĕсенче унăн ĕçĕсем чылай наградăсемпе дипломсене тивĕçнĕ. Курма килекенсене «Алдар и серый волк» туслăх çинчен кулăшла истори, пушкăрт халăх легендисем тăрăх ÿкернĕ «Как появились Луна и Уральские горы» мультфильм тата «Ни пуха, ни пера» ăнăçсăр сунарçăсем çинчен кулăшла истори кăтартнă.

Тата экрансем çинче Айнур Аскаровăн «Из Уфы с любовью!» кинофильмне кăтартнă. Картина премьери 2017 çулта çуркунне иртнĕ, унтанпа вăл темиçе фестиваль наградисене тивĕçнĕ. Уфа кинотеатрĕсенче фильм темиçе уйăх прокатра пулнă тата халăх кинолентисем хушшинче чи лайăххи пулса тăнă.

Рудольф Нуриев ташлакана халалланă Булат Юсупов режиссерăн «Визит» кĕске метражлă кинокартини курма килекенсене Пушкăртстанра çуралнă паллă çынсем çинчен тепĕр хут аса илтернĕ. Çавăн пекех Роман Подидаевăн «Листок», Айнур Аскаровăн «Енмеш», Тансулпан Буракаеван «Два соседа» фильмĕсене кăтартнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: