Кинона Белорецк районĕн Новохасаново ялĕнче ÿкернĕ. Проект валли художник-постановщик Вячеслав Виданов хушнипе декораторсем 1940 çулсенчи çуртсен чăн копийĕсене тунă. Фильма Раççей паллă актерĕ тата режиссерĕ Александр Галибин ÿкернĕ.
Тĕп рольсене 7 çулхи Арслан Крымчурин (Ямиль) тата 9 çулхи Марта Тимофеева (Оксана) ăста вылянă. Арслан кинора пуçласа вылянă пулсан, Марта Тимофеева 40 кинопа сериалта ĕçлесе курнă.
«Пушкăрт чĕлхи - йывăр та хитре чĕлхе. Пушкăртстан мана килĕшрĕ, кунта питĕ илемлĕ, - тенĕ Марта Тимофеева. – Арсланпа туслашса кайрăмăр, тĕрлĕ хуласенче пурăнсан та телефонпа калаçатпăр, çыратпăр».
«Ыттисенчен йывăртарах та кăмăла кайнă çак сцена пулчĕ: хам шывра ишме пĕлменскер Инзер çырмине чăмни. Çырмари шыв ăшă марччĕ, 5 дубль ÿкерме тиврĕ. Хĕллехи съемкăра вара мана хулигансем хÿме çине çакса хуни килĕшрĕ,- каласа панă Арслан Крымчурин. – Хамшăн «Сестренка» фильм – актер карьерин пуçламăшĕ пуласса шанатăп».
Фильм пушкăрт, украин тата вырăс чĕлхипе тухнă. Операторĕ «Ищите женщину», «Крейцерова соната», «Покаяние», «Плащ Казановы» культ картинисене ÿкернĕ Михаил Агранович пулнă. Фильм кĕввине Илья Духовный çырнă. Тулли метражлă художествăлла фильм пултăр тесе повĕçе хушма эпизодсем кĕртнĕ. Сценарий авторĕ - Айдар Акманов.
«Сестренка» вăрçă драмине Раççей Федерацин Культура министерствипе Мустай Карим ячĕллĕ фонд пулăшнипе «Мотор Фильм Студия» кинокомпани ÿкернĕ. Кинолентăн прокачĕпе Walt Disney ĕçлет. Анлă проката картина сентябрĕн 19-мĕшĕнче тухнă. Прокатра пĕр уйăх пулнă хыççăн фильм Раççей «Культура» каналта Мустай Каримăн çуралнă кунĕнче, октябрĕн 20-мĕшĕнче, тухать.