Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
1 Октябрӗн 2019, 16:05

БСТ «Пĕрремĕш республика» кăтартать

БСТ телеканал «Пĕрремĕш республика» фильма пуçласа кăтартать. Кинокурава Пушкăртстанăн 100 çулне халалланă.Сентябрьте Булат Юсуповăн кинокартини Пĕтĕм тĕнчери SKEY-CINEMA кинофестивальте çĕнтернĕ. Жюри пĕр саслă пулса «Пĕрремĕш республика» фильма «Тулли метражлă чи лайăх фильм» тесе йышăннă. «Иккĕмĕш планри чи лайăх хĕрарăм ролĕ» çĕнтерÿçĕ дипломне М. Карим ячĕллĕ Çамрăксен Наци театрĕн артистки Лилия Искужина Хадия Давлетшинан рольне вылянăшăн тивĕçнĕ.

Фильм премьери мартăн 16-мĕшĕнче иртнĕ. Ăна хулан истори центрĕнче ÿкернĕ: Совет площадĕнче, опера театрĕнче, филармони çуртĕнче. Кинокартина премьери Раççейре кăна мар, Турцинче, СШАра, Казахстанра иртнĕ, Швейцаринче кăтартма планлаççĕ.

Картина Пушкăртстанăн Совет Раççейĕн йышĕнчи малтанхи çулĕсем çинчен каласа парать. Ун чухне республика вăйлă аталаннă, анчах Кирова кĕтмен çĕртен вĕлернĕ хыççăн республикăра репрессисем пуçланнă.

«Пĕрремĕш республика» фильма октябрĕн 11-мĕшĕнче 19 сехетре БСТ каналпа пăхăр.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнукерчĕк.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: