Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
1 Октябрӗн 2019, 18:19

Паян Атăлçи федераллĕ округ регионĕсенче пурăнакансем «Озорная молодость» пушкăрт спектакльне пăхма пултараççĕ

«Театральное Поволжье» фестиваль йĕркипе М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт Патшалăх педагогика университечĕн «Корос» халăх театрĕ лартнă «Озорная молодость» спектакле (Ибрагим Абдуллинăн пьеси тăрăх) ПФО регионĕсенчи мĕнпур телеканалĕсемпе кăтартаççĕ.

Самара облаçĕнче пурăнакансем пушкăрт студенчĕсен театрĕн спектакльне ирхи 9 сехетре курнă, Татарстанра вăл 15.10 сехетре пуçланать, Удмуртинче — 16.30, Чăваш Енре — 21.00, Саратов 24 каналпа — 20.25, Мордовинче — 20.30, Марий Элта — 19.50 сехетре.

Финала тухнă менпур спектакльсене проектăн сайтĕнче пурте курма пултараççе, курма кăна та мар, килĕшнишĕн сасăлама та пулать, мĕншĕн тесен фестиваль çĕнтерÿçине шăпах куракансем палăртаççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: