Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
2 Октябрӗн 2019, 13:28

Чăваш эстрада артисчĕсем хăнана килеççĕ

"Самана" продюсер центрĕ (ертÿçи Федор Кузьмин) пĕлтернĕ тăрăх çитес вăхăтра Пушкăртстана кĕтнĕ хăнасем килсе çитмелле - Шупашкартан паллă та сумлă юрăçсем - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Фарида (тутар, вырăс тата чăваш юррисене шăрантаракан автор-исполнитель), тутар пикипе пĕрле çĕнĕ ушкăн -"Юлташсем" те васкать кунти куракансемпе тĕлпулма.

Ушкăнĕ çĕнĕ пулсан та, унта хутшăнакан юрăçем пурте пирĕн зрительсене паллă юрăрçсем - илемлĕ саслă Александр Ильин, çамрăк, пултаруллă купăсçă-юрăç Александр Сорокин, илемлĕ те илĕртÿллĕ пике, сĕрме купăс ăсти тата юрăç Алена Акăшпи тата çĕнĕ артист, музыкант Алексей Казанцев. Çакăн пек илемлĕ, пысăк ушкăн артистчĕсем пуçлаççĕ кĕркунехи чăваш эстрада концерчĕсен сезоне кăçал. Пултаруллă артист- юрăçсен маршруштне те палăртса хăварас килет.

Вĕçен çулĕ-йĕрĕ çапларах пулать:

9 -мĕш октябрь Пелепей хули, Тĕп хула культура керменĕ; 10 октябрь - Çтерлĕ хули Хула культура керменĕ; 11 октябрь - Мелеуз хули, Хула культура керменĕ: 12 октябрь - Уфа хули - Уфари пĕчĕк ачасен филармонийĕ (ĕлĕкхи РТИ культура керменĕ): 13 октябрь - Пишпулек районĕ, Пăслăк ялĕн культура керменĕ. Концертсем 19.00 сехетере пуçланаççĕ (Мелеуз хулинче 18.00 сехетре). Билет хакĕ 350-400 тенке яхăн аслă куракансем валли, шкул ачисемпе студентсене - 150 тенкĕ
Читайте нас: