Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
3 Октябрӗн 2019, 14:48

Уфана паллă музыка продюсерĕсем килеççĕ

Ноябрĕн 10—12-мĕшĕсенче Уфара тĕрлĕ халăх кĕввисен «Мусафир» форумĕ иртет. Пушкăртстанăн тĕп хули икĕ куна Раççейри тĕрлĕ халăх кĕввисен центрĕ пулса тăрĕ. Раççейри тĕрлĕ халăх кĕввисен пĕртен-пĕр профессионаллĕ премийĕ «Russian World Music Awards» мероприятин партнерĕ пулать. Мероприятине пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕ халăх кĕввисен авторĕсем тата выляканĕсем хутшăнасса шанăç пур.

Проект программинче: музыка конференцийĕ, мастер-классем, вĕрентекен семинарсем, презентацисем валли выставка зони, тин çеç ĕçе пуçăнакан музыка ăстисен off-программи.

Çамрăк музыка ăстисене итлессине те йĕркеленине палăртса хăвармалла. Паллă продюсерсемпе агентсем мероприятине хутшăнма сăмах панă: S.Production хуçи Ярослав Сартаков, Global Club Music Network менеджерĕ, агенчĕ, соучредителĕ Мириям Лия Бреннер (США), Йоханнес Тойер (Германи) музыка продюсерĕ, Sori Festival Корейăри шоу кейс программа менеджерĕ Хан Джи Юнг (Корея), MORE ZVUKOV AGENCY кураторĕ тата букинг-агенчĕ Наташа Подобед (Германи), Roots, Rough Guides музыка кăларăмĕсен журналисчĕ Эндрю Кроншо (Великобритани), MusiConnect Italy генераллĕ директорĕ Фабио Скопино (Итали) тата ыттисем.

Йĕркелÿçĕсем тĕрлĕ халăх кĕввисене вылякан коллективсене форума хутшăнма чĕнеççĕ. msfr.ru сайтра тÿлевсĕр регистраци иртме пулать. Çыхăнмалли телефон — 89371670002 Антон Пряжевский.
Читайте нас: