Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
15 Октябрӗн 2019, 15:23

Мустай Карим çуралнăранпа çĕр çул çитнĕ кун Раççей халăхĕ поэт çинчен документаллă фильм курĕ

Октябрĕн 20-мĕшĕнче, Мустай Каримăн юбилей кунĕнче, «Россия1» телеканалпа «Мустай» документаллă фильм курма пулĕ. Çак кун тата Александр Галибинăн «Сестренка» çĕнĕ картинин премьери иртет. Кунсăр пуçне, «Культура» телеканал «Беседы с мудрецами» циклти «Мустай Карим» фильмне кăтартĕ.

Октябрĕн 12-мĕшĕнче Мускавра Малый театрта Пушкăртстан Республикин халăх поэчĕ Мустай Карим 100 çул тултарнă ятпа чаплă мероприяти иртнĕ. Кунта Саида Медведеван «Мастерская» кинокомпанийĕ ÿкернĕ «Мустай» документаллă фильм кăтартнă.

Премьерăна Пушкăртстан Республикин халăх поэчĕ Мустай Карим 100 çул тултарнине чысланă. Кинокартинăна ÿкернĕ çĕре Раççейри культура тата искусство деятелĕсем, театр тата кино артисчĕсем хутшăннă, вĕсен шутĕнче Никита Михалков, Сергей Безруков, Чулпан Хаматова, Иосиф Кобзон. Фильмра Тутарстанăн пĕрремĕш президенчĕ Минтимер Шаймиев та ÿкнĕ.

Мустай Каримăн рольне поэтăн «Радость нашего дома» повеçĕ тăрăх ÿкернĕ «Сестренка» фильмра пĕчĕк Ямилен рольне вылякан Арслан Крымчурин вылянă.

Уфара фильм премьери октябрĕн 19-мĕшĕнче иртет, 20-мĕшĕнче вара, юбилей кунĕ, картинăна «Россия 1» телеканалпа кăтартĕç.

«Молодежная газета» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: