Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
17 Октябрӗн 2019, 13:52

Çак кĕпепе 1907 çулта качча кайнă

Районта пуçласа «Туй уявĕ» тĕрлĕ халăх туйĕсен авалхи йĕркине кăтартакан фестиваль иртет.

Фестиваль темиçе номинаципе пулать — «Наци стилĕнчи туй» — сцена çинче туй йĕркине кăтартса памалла (коллективпа). Тепри — «Чи лайăх туй номерĕ» — кирек хăш туй йăли-йĕркинчен илнĕ пĕр самантне кăтартмалла. «Телейлĕ кун» — туй кĕписемпе атрибучĕсен выставки.

Халĕ пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Финал Пишпÿлекри Культура керменĕнче иртет.

Ĕнер Ермолкинти культура çуртĕнче ял халăхĕ «туй» тунă. Туй кĕписен, альбомĕсен выставкисем ăнран янă. Шанатăр-и, чаплă туй тумтирĕсем хушшинче 1907 çулта çĕлени тĕп тимлĕхе тивĕç пулнă. Жюри коллектива пăхнă хыççăн чылай ырă сăмахсемпе хавхалантарнă тата асăрхаттарусем тунă. Фестиваль малалла пырать!

Галина ВАРИКОВА.

Владимир СМОЛОВĂН сăнÿкерчĕкĕсем.
Читайте нас: