Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
30 Октябрӗн 2019, 15:34

Пирĕн патра кичем мар!

Шкул каникулĕ вăхăтĕнче кунта тĕрлĕрен мастер-классем ирттереççĕ

Пишпÿлекри Культура керменĕнчи халăх творчествин галерейинче шкул ачисем валли ятарласа экспозици хатĕрленĕ: Каныкайри ăста Светлана Хайруллина тунă пуканесем, Пишпÿлекри Александр Васильевăн йывăç шахмачĕсем, Валерия Егоровапа Ирина Ахметован интерьера илем кĕртекен интереслĕ ĕçĕсем.

Каникул вăхăтĕнче термомозаикăпа мастер-класс марафонне Тамара Демьяновна Гончарова ирттерчĕ. Ачасем шăпах çак техникăпа питĕрех интересленчĕç.

Алена Федорова ачасемпе амăшĕсем валли лентăсемпе тĕрлемелли техникăпа мастар-класс ирттерчĕ.

Пирĕн галерейăра каникул вăхăтĕнче пĕрре те кичем мар. Ырă сунса кĕтетпĕр!

Римма АНДРЕЕВА,

халăх творчествин галерейин заведующийĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Римма АНДРЕЕВА.
Читайте нас: