Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Ноябрӗн 2019, 16:06

Тăван Пушкăртстан пирĕн чĕрере

Олег Андреев Пушкăртстана йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине чысласа ирттернĕ фотоконкурс призерĕ пулса тăнă

Конкурс комиссине 285 çын 524 ĕçне ярса панă. Пуринчен ытларах «Зеленый Башкортостан» (211 ĕç) номинацине хутшăннă, иккĕмĕш вырăнта «Энергия жизни» (142 ĕç) номинаци, 97 ĕç «Историческое наследие» номинацинче, 74 ĕç «Сердце народа» номинацинче тăратнă.

Ĕçсене республикăн Обществăлла палата членĕсем, профессионаллă фотографсемпе фотохудожниксем суйласа илнĕ. Пĕтĕмпе 13 призера палăртнă, вĕсен шутĕнче — Олег Николаевич Андреев. Вăл 40 çула яхăн «Çутă çул» хаçат редакцинче фотокорреспондент пулса вăй хунă, ПР тата РФ журналисчĕсен союзĕн членĕ, Фатих Карим преми лауреачĕ, ăна Пушкăртстан 100 çул тултарнă тĕле медальпе наградаланă.

Выставкăра тăратнă чи лайăх 40 ĕç хушшинче Олег Андреевăн икĕ ĕçĕ. Вĕсенчен пĕрин çинче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ митинга кайма пуçтарăннă саманта ÿкернĕ. Иккĕмĕш ĕç — Каçкăн ялĕ таврашĕнчи тусем çинче пушкăрт наци тумĕ тăхăннă икĕ арçын ача. Санÿкерчĕке пăхатăн та — чăн-чăн паттăрсем ÿсеççĕ тесе туйăм çуралать!

Фотовыставка никама та сурĕк кăмăллă хăвармарĕ. Çине-çине курса ĕненетĕн — Пушкăртстан тĕлĕнмелле илемлĕ, пултаруллă та ĕçчен çынсемпе пуян!

Елена ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ авторăн.
Читайте нас: