Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
13 Ноябрӗн 2019, 17:39

Музейри ăшă тĕлпулу

«Ночь искусств» район халăхĕ хушшинче ытларах та ытларах хисепе çĕнсе илет

Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕнчи «Ночь искусств» каçĕнче пулса курма телей пÿрчĕ. Музей сотрудникĕсем Роза Ивановапа Вероника Мухаметова — аллисенчи пергаментпа авалхи Клио турра аса илтерчĕç. Тĕлпулăва Халăх пĕрлĕхĕн кунне тата Пушкăртстанăн халăх поэчĕн Мустай Каримăн пултарулăхне чысланăччĕ.

Малтан пирĕн çĕршыв историйĕпе çыхăннă видеофильм пăхрăмăр. Оксана Габдрахманова Хусан Тур Амăшĕн турăшĕн историйĕпе паллаштарчĕ.

Тĕлпулăвăн тĕп событийĕ квест пулчĕ. Унта «Эрудитсем» тата «Знатоки» командăсем хутшăнчĕç.

Мустай Карим пултарулăхне юратакансем хушшинче сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Чи пĕчĕк вулавçă — Полина Данилова 6 çултаччĕ.

Тĕлпулу калама çук ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртрĕ.

Елена АНДРЕЕВА.


Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: