Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
22 Ноябрӗн 2019, 18:46

Культура кунĕсем иртеççĕ

Пушкăртстан Республикинче Чăваш автономи облаçĕ пулса кайнине 100 çул çитнине халалланă мероприятисем пулаççĕ

Декабрĕн 7—8-мĕшĕсенче Уфари Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕн пысăк залĕнче Чăваш Республикин Пушкăрт Республикинчи Культура кунĕсен йĕркипе уяв мероприятийĕсем иртĕç.

Декабрĕн 7-мĕшĕнче — Культура кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Унта Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх филармони коллективĕсем хутшăнмалла.

«Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ тата «Nota «G» ташă компанийĕ чи лайăх номерĕсемпе паллаштармалла.

Декабрĕн 8-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Федор Павловăн пьеси тăрăх «Ялта» спектакль кăтартĕ.

Чăваш Республикин Культура кунĕсем Пушкăртстан Республикин çыннисене тата хăнисене чăваш юрри-ташшин илемĕпе киленме, чăваш çĕршывĕн авалхи йăли-йĕркипе паллашма май парать.
Читайте нас: