Çутă çул
+10 °С
Ясно
Культура
22 Ноября 2019, 11:07

«Мӗн-ши вӑл телей?»

Ĕнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакле сцена ҫине тăратнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Постановкӑна пьеса авторӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Спектакле Наталия Сергеева режиссер хатӗрленӗ. Лирикӑллӑ драма «юрату» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пирки тепӗр хутчен шухӑша путма хистӗ. «Вӑл кураканшӑн кӑна мар, автор ҫемйишӗн те пысӑк савӑнӑҫ пулӗ», — тенӗ режиссер.

Театр Николай Терентьевăн пьесисене пӗрре мар сцена ҫине кӑларнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче 40 пьесӑран кая мар ҫырнӑ. Чӑвашсен паллӑ драматургӗ 1925 ҫулта ҫуралнӑ, 2014 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

«Чăваш халăх сайчĕ» материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас