Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
6 Декабрӗн 2019, 20:55

Музей чылай шăпа çинчен каласа пама пултарать

Кашни çул музей ĕçченĕсем музейăн çуралнă кунне палăртса уяв йĕркелеççĕ

Çуралнă кун — уйрăм уяв, эсĕ çын мар, музей пулсан та. Ахаль музей кăна мар, Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕ. Музейсем тĕрлисем пулаççĕ: шкулсенчи, литература, таврапĕлÿ… Пишпÿлекри — тĕнчипе перре кăна. 25 çул тăршшĕнче мĕн кăна курман-ши вăл? Ырă кăмăла, айванлăха, чăтăмлăха, пулăшава… пурне те курнă!
Миçе çын килмен-ши кунта? Асаилÿсем кăна юлчĕç. Ваттисем те, вĕттисем те килеççĕ кунта.
Ачасем — уйрăм халăх. Пĕррехинче пĕр ача унчченхи дисклă телефона курчĕ те унпа мĕнле усă курнине ниепле те ăнланаймасар аптăрарĕ.
Çуралнă кун мĕн кăна парнелемеççĕ-ши музее? Авалхи кĕпесем, алăпа тĕртнĕ, тĕрленĕ алшăллисем, 30-мĕш çулсенчи сăнÿкерчĕксем, авалхи Коран…Роза Гамзатовна арпаштарса экспонатсене пăтраштарса ан пĕтертĕр ĕнтĕ, тем курăн!
Музее саламлама район хаçăчĕн ĕçченĕсем те килчĕç. «Çутă çулсăр» пулать-им! Пирĕн районка музей пекех, çынсен пурнăçĕ çинчен 1930-мĕш çулсенчен пуçласа каласа парать. Музее йĕркелекен Александр Федорович Семенов та редакцинче ĕçленĕ вĕт.
Уяв калама çук кăмăллă иртрĕ. Музей залĕсем ăшăнса кайнă пек туйăнса кайрĕ.
Çапах та экспозицисем пирки шухашласан кăна настроени пăсăлать. 25 çул тăршшĕнче пĕрре те ылмаштарман вĕсене. Анчах çакă чылай укçа-тенкĕ тăкаклама ыйтать. Ну , юрĕ, пулĕ-ха, пурте пулĕ. Музейĕн Пушкăртстанри чи лайăх музей ятне яма юрамасть вĕт!
Çакăн пек шухăшласа музей тĕлĕрме пуçларĕ. Ыран çĕнĕ кун пулать, эппин, пурнăç малалла шăвать. Музейĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулать!
Вероника МУХАМЕТОВА,
ПИЭМ кĕçĕн наука сотрудникĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Вероника МУХАМЕТОВА.
Читайте нас: