Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
11 Декабрӗн 2019, 14:50

Вĕсен юратăвĕ — театр

Районта ытти коллективсемпе пĕр ретре Ситекпуçĕнчи «Сăнлăх» чăваш халăх драма театрĕ тăрать

Театр режиссерĕ Инна Никифорова пĕр шухăшлă çынсемпе драма спектаклĕсем лартать, коллективпа ялсем тăрăх гастроле çÿрет. Коллектив тĕрлĕ професси, социаллă статус, ÿсĕмри çынсенчен тăрать, вĕсене пурне те театра юратни пĕрлештерет.
Театр çулне «Сăнлăх» чăваш халăх драма театрĕ çĕнĕлнĕ йышпа Нина Панинан «Йăх вăрманĕ» историлле драмипе уçнă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ хăйпултарулăх артистсен вăйлă та чуна çÿçентерекен вăййине куракансем тăвăллан алă çупса, куççульпе кĕтсе илеççĕ. Вăрçăра пуçне хунă пĕртăвансем çинчен каласа панисĕр пуçне спектакль чăваш йăли-йеркипе те паллаштарать.
Мартра театр ачасем валли Юхма Мишшин пьеси тăрăх «Мухомор» юмах лартнă. Ачасене калама çук килĕшнĕ. Çурхи каникул вăхăтĕнче юмаха Хушăлкара кăтартнă, чăваш чĕлхи кунĕнче мероприятие хутшăнакансен умне тăратнă. Октябрьте Геннадий Терентьевăн «Эльпуçĕнчи Нарспи» камитне лартнă. Актерсем пурте хăйсен ролĕсене «питĕ лайăх» палла вылянă — Лидия Ерастова, Александр Алексеев, Любовь Федорова, Александр Митрофанов, Лидия Павлова, Лидия Мерзлякова, Алена Федорова, Сергей Никифоров. Гульнара Васильева спектакльти кĕвĕсемшĕн яваплĕ пулнă.
Нумай пулмасть Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнче Театр çулне уявла лару-тăрура хупнă. Киров ячĕллĕ кооператив председателĕ, районти чăвашсен Канашĕн членĕ Олег Рузаков Ситекпуçĕнчи «Сăнлăх» чăваш халăх драма театрĕн артисчĕсене асăнмалăх парнесемпе палăртса хăварнă.
Театра вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, интереслĕ рольсем, çĕнĕ постановкăсем, çÿллĕ наградăсем, тăвăллăн алă çупнисем сунатпăр.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Сăнлăх» чăваш халăх драма театрĕн архивĕнчен.
Читайте нас: