Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
31 Декабрӗн 2019, 10:40

«Эпир пĕр çемье»

Çĕнĕ çул умĕн Каминкере йăлана кĕнĕ мордва культура уявĕ иртнĕ

Пирĕн районти Каминке — пуян историллĕ, мордва халăхĕн йăли-йĕркине пăхăнакан тата упраса хăваракан ял. Каминкесем ырă кăмăлпа, хăнасене кĕтсе илме пĕлнипе, пуян кĕрекепе палăрса тăраççĕ. Кунта Сухоречкăран, Лысогоркăран, Ситекрен, Оренбург облаçĕнчи Тури тата Анат Курмейрен хăнасем килнĕ.
Хăнасене Якшаматя тата Масторава (Хĕл Мучи тата Çĕр-анне), «Эрзя» фольклор ансамблĕ çăкăр-тăварпа тата юрăпа кĕтсе илчĕç. Мероприяти йĕркипе районти Мордва Пухăвĕн-Промкс Ĕçтăвкомĕн ларăвĕ те иртрĕ, унта Каминке ял Совечĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Ирина Шишкина иртсе пыракан çула пĕтĕмлетрĕ, çитес çула плансем палăртрĕ.
— Эпир мăкшă пулнипе мăнаçланмалла, хамăрăн культурăна, йăла-йĕркене хаклама пĕлмелле, — палăртса хăварчĕ Ирина Павловна.
Ялти культура çуртĕнче пуçласа Çĕнĕ çула Якшаматя тата Масторава, Яга-Баба хутшăннипе чăн-чăн мăкшăлла кĕтсе илчĕç. Ял çыннисемшĕн çакă манăçми кăмăл-туйăмсем çуратрĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче мордва чĕлхипе сăвă вулакансен «Пурте Çĕнĕ çул çинчен» конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Культура комитечĕн председателĕ Елена Арефьева çĕнтерÿçĕсене дипломсем пачĕ. Куракансем тата хăнасем выставкăсемпе паллашма тата наци апат-çимĕçне тутанса пăхма пултарчĕç.
Каярахпа урамра лартнă капăр елка йĕри-тавра çÿресе юрларĕç, ташларĕç.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: авторăн.
Читайте нас: