Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
14 Кӑрлач 2020, 14:16

Уникаллĕ тата нимпе танлашайми пулмалла

Уфара тăван çĕршыв çинчен художествăлла ĕçсен çамрăксен пĕтĕм тĕнче выставки уçăлнă

Пушкăртстан Республикине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тата IV Пĕтĕм тĕнче Фольклориадине-2020 чысланă. Конкурса пирен республика, Тутарстан тата Казахстан художникĕсем хутшăннă.
Экспертсен совечĕ йышăннипе 30 çĕнтерÿçе улта номинацинче диплом лауреачĕ ята, асăнмалăх статуэткăсем, парне сертификачĕсем панă.
Жанр картини. Юратнă çурт, килкарти, урам, хула — Ксения Алексеева, Данис Ахметов тата Дина Хамзина, Елена Азалиева тата Марсель Хафизов.
Тăван тавралăх пейзажĕ — Лидия Кириллова, Вильдан Трубкулов тата Зиннур Габбасов, Адиля Галиева тата Альфир Кильдияров.
Портрет — Залифа Хибатова, Вера Тимофеева тата Айгуль Мазитова, Галина Шустикова тата Ким Хабибуллин.
Этностильпе натюрморт — Лиана Мкртчян, Айгуль Хисматуллина тата Мария Андреева, Кадрия Гарипова тата Олеся Глазьева.
Тăван тавралăх поэзийĕ — Алия Исламгулова, Гульфия Канчурина тата Татьяна Капитонова, Гульназ Мирхайдарова тата Мария Степанова.
Художествăлла хавхалану — Самат Баянов, Вадим Халитов тата Алена Халтурина, Вадим Хасанов тата Лилия Юдина.
Выставка-конкурса хутшăнакансене ятарла парнесемпе дипломсем те панă.
Февральте выставка Стерлитамакра тата республикăри ытти хуласенче иртмелле.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: