Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
21 Кӑрлач 2020, 16:10

Пушкăртстан Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна хатĕрленет

Раççей Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна пуçласа йышăнать

Радий Хабиров Пушкăртстанăн Правительство Çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери VI Фольклориадăна хатĕрленессине чысланă канашлу ирттернĕ
Пушкăрт Пуçлăхĕ каланă тăрăх, Раççей Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна пуçласа йышăнать. Çакнашкал «культура олимпиади» республикăра 2020 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен тăсăлать, пĕтĕм республикăна пырса тĕкĕнет. Фольклорăн пысăк фестивальне тĕнчери 80 çершывран виçĕ пин ытла артист килет, регионри хуласемпе тата районсенче 72 площадка пулать.
Площадкăсене тĕрĕслемелле, хăнасене пурăнма валли вырăнсем хатĕрлемелле, хăрушсăрлăха тивĕçтермелле, кану программине ĕçлесе хатĕрлемелле — хушнă Радий Хабиров.
Фестивале «Уфа-Аренăра» уçаççĕ, «Ватан» этно-паркра хупаççĕ, пĕлтернĕ ПР Правительствин вице-премьерĕ Фанур Ягафаров.
ПР Правительствин пресс-служби.
Читайте нас: