Логотипа тата унӑн элеменчӗсемпе республика уявне халалласа ирттерекен тӗрлӗ фестивальпе конкурс валли пичет продукцийӗ (буклетсене, листовкӑсене, афишӑсене), ялавсем, сувенирсем хатӗрленӗ чухне усӑ курмалла. Республика пӗр ӗмӗрне уявлама хатӗрленӗ площадкăсене те пӗр стильпе хитрелетмелле. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫавна шута илмелле. Кун пирки Чăваш Енĕн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтерет.