Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
10 Нарӑсӑн 2020, 17:13

Чăваш музыкин фестивалĕ пуçланать

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш музыкин фестивалĕ пуçланать

Театр директорĕ Валерий Клементьев пĕлтернĕ тăрăх, фестивале кăçал Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул тата театр коллективĕ чăмăртаннăранпа 60 çул çитнине халалланă. «Эпир куракан валли ĕçлетпĕр, вăл вара çĕннине кĕтет ялан. Пирĕн театр та программăна çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать: çĕнĕ костюмсем пулĕç, декорацисем те улшăнĕç, спектакльсене çĕнетрĕмĕр», — тенĕ Валерий Леонидович.
Фестиваль программипе театрăн илемлĕх ертÿçи Дмитрий Банаев паллаштарнă. Вăл гала-концертпа уçăлать. Унта хăй вăхăтĕнче пирĕн республикăра вĕреннĕ, ĕçленĕ солистсем хутшăнĕç. А. Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн юрăçи Сергей Кузнецов /Мускав/, Саратоври «Атăлçи» концерт организацийĕнчи Эльвира Никитина, Екатеринбургри оперăпа балет театрĕнчи Наталья Мокеева тата ыттисем хăйсен илемлĕ сассисемпе килентерĕç. Вĕсемех нарăсăн 28-мĕшĕнче «Нарспи» оперăра чăвашла юрлĕç. Фестиваль вăхăтĕнче çавăн пекех «Сарпике», «Шывармань» спектакльсене курма пултарĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн Дмитрий Семкинăн концертĕнче чăваш композиторĕсен хайлавĕсем янăрĕç. Хăнасем Етĕрне, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисене те çитсе килĕç, унти куракансене опера арийĕсемпе савăнтарĕç. Театр ертÿлĕхĕ палăртнă тăрăх, фестиваль тĕллевĕ — куракансене чăваш музыкипе паллаштарасси, чăваш чĕлхипе наци культурин пуянлăхне кăтартса парасси.
Сăн ÿкерчĕкĕ: Андрей МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: