Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Нарӑсӑн 2020, 19:08

Мĕнле пурăнаççĕ, çапла юрлаççĕ

Февралĕн 10-мĕшĕнче «Юрлакан ял» республика юрă конкурсĕн районти тапхăрĕ пуçланнă

Пишпÿлекри Культура керменĕнчи «Чĕрĕ шыв» ансамбль ертÿçи Ольга Дмитриева ертсе пыракан жюри (ун йышĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕн директорĕ Айгуль Зиязетдинова, «Ак калфак» тутар халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Лилия Мусаева, Культура керменĕнчи коллектив ертÿçи Зульфида Муллагалеева, Культура керменĕн методисчĕ Зулия Такутдинова) Азнайри культура çуртĕнче творчество номерĕсене хакланă.
Ĕнер Кунаккăлти, Усак-Кичури, Ермолкинри, Кистенлĕри культура çурчĕсенче юраçсене итленĕ, юлашкинчен Пăслăк клубĕнче пысăк концерт программине хакланă. Ялти концерта хутшăнакансен ÿсĕмĕ — 6 çултан пуçласа 81 çулччен.
Конкурс малалла пырать.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: