Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
14 Нарӑсӑн 2020, 17:39

«Илем» — 25 çулта

Пушкăртстанри Пелепей хулинче йĕркеленнĕ «Илем» ансамбль çак кунсенче 25 çул тултарать

Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче асăннă ушкăн аталанса ура çине тăма пултарни савăнтарать. Унăн репертуарĕнче ытларах вырăнти чăвашсен юрри-кĕвви.
Илемлĕх ертÿçинче чылай вăхăт Владимир Гордеев тăрăшнă пулсан халĕ çак ĕçе Владимир Каранкин пурнăçлать. Халăх ансамблĕн ертÿçи — Нина Никитина. Çакна та асăнма кăмăллă: «Илем» темиçе хутчен те Чăваш Енре иртнĕ фестиваль-конкурссене, уявсене хутшăнма тивĕçнĕ, малти вырăнсем çĕнсе илнĕ.
Хăйĕн 25 çулхи юбилейне çак ушкăн Пелепейри «Урал-Батыр» халăх пултарулăхĕн центрĕнче февралĕн 20-мĕшĕнче ирттерет.
Читайте нас: