Александр Николаевич — нумай енлĕ художник: живописец, график. Унăн пейзажĕсем пире тăван тавралăхăн лăпкă та чĕрене çывăх кĕтесĕсемпе паллаштарать. Тăван Ермолкин ялне вăл пуринчен ытларах ÿкерме юратнă.
Художник портрет галерейине тунă: культура ĕçченĕсене, юлташĕсене, ял çыннисене, тăванĕсене ÿкернĕ. Пĕтĕмпе 200 ытла картина пур. Александр Николаевич творчествинче пултаруллă та тĕлĕнмелле çын пулнă, пурнăçра — сăпайлă та ырă кăмăллă. Сăвăсем, кĕвĕ çырнă, баянпа, балалайкăпа, гитарăпа вылянă.
Асăну каçĕ художникăн тăванĕсемпе, юлташĕсемпе тата Ача-пăча искусство шкулĕн ачисемпе пĕрле ăшă лару-тăрура иртрĕ.
халăх творчествин галерейин заведующийĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Римма АНДРЕЕВА.