Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Нарӑсӑн 2020, 10:48

Фольклориада-2020: мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илетпĕр

Пишпÿлек районне çулла çичĕ патшалăхран 300 яхăн ют çĕршыв хăни килет.

Район администрацинче Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада вăхăтĕнче пирĕн района килекенсен хăрушлăхне тивĕçтерессипе ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Ведомствăсен хушшинчи ĕçлĕ комисси членĕсем VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада ирттернĕ вăхăтра хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене татса парассипе канашланă. Район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин ертсе пынă калаçăва районти тĕрлĕ предприятисен ертÿçисем хутшăннă. Ĕçлĕ ушкăн ертÿçи, район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусем тата кадр тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Артур Зарипов Фольклориада тĕлне хатĕрленессипе тăратакан требованисемпе паллаштарнă. Июль вĕçĕнче пирĕн района çичĕ патшалăхран 300 яхăн çын килессе кĕтеççĕ. (Республикăна 80 ытла çĕршыв представителĕсем пухăнаççĕ).
Фольклориада хутшăнакансене пирĕн тивĕçлипе кĕтсе илмелле. Районта пурăнакансене тата предприятисене çуртсен умне, алăкĕсене илемлетме, территорисене тасатма сĕнеççĕ.
Администрацинчи культура комитечĕн председателĕ Елена Арефьева культура ĕçченĕсем ирттерекен хатĕрленÿ ĕçĕсем, фестиваль участникĕсем çинчен каласа панă. Пирĕн районтан ют чĕлхе пĕлекен волонтерсене явăçтармалла. МП тата ГОЧС сектор заведующийĕ Виталий Сергеев фестиваль вăхăтĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мĕнле татса парассипе паллаштарнă.
Наиль Гатауллин ытти йĕркелÿ ыйтăвĕсем тăрăх тата мĕн тумалли пирки хушусем панă.
Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: