Пушкăрт гимназинче тĕрлĕ этноссен наци хăйтĕллĕнлĕхне чĕртмелли тата тăван чĕлхене упраса хăварма тĕлленĕ мероприяти пулать. Унта конкурс программиллĕ «Тăван чĕлхепе калаçатпăр» акци иртнĕ.
Республикăри историпе культура центрĕсен представителĕсем ачасене республикăра пурăнакан халăхсен ăс-тан хаклăхĕсене сăнласа паракан мастер-классем ирттернĕ. Пелепей районĕнчи Аксаков историпе культура центрĕн сотрудникĕсем управçă-пуканесем (кукла-оберег) тума вĕрентнĕ.
Уяв концертĕнче пушкăртла, тутарла, удмуртла, белорусла, латышла тата ытти чĕлхесемпе сăвă-юрă янăранă. Латышсен «Атбалсс» хореографи ансамблĕ сатур ташăпа савăнтарнă.
Хăнасем «Фольклор — халăхăн ĕмĕрхи ăслăлăхĕ» квест-вăйă иртнĕ, ăна Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна чысланă.
Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.