Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
26 Нарӑсӑн 2020, 22:39

Йăлпăлаксем конкурс жюрине тĕлĕнтернĕ

Февралĕн 25-мĕшĕнче "Юрлакан ял" республика юрă конкурсĕн пĕрремĕш район тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Жюри 27 ялта пулса 207 юрă номерĕ пăхнă, сцена çине 4 çултан пуçласа 89 çулчченхи ÿсĕмри 677 çын тухнă. Асăннă юрă проектĕнче Йăлпăлакри хăйпултарулăх артисчĕсен концерт программи пурне те тĕлĕнтерсе янă. Пысăк ăсталăхпа палăракан тăхăр концерт номĕрĕ хатĕрленĕ.
Вунă çын кĕрекен «Ҫуркунне» юрă ушкăнĕ икĕ саспа юрланă юррисем тыткăна илнĕ. Ансамбль ертÿçи тата хавхалантарса тăраканни - Ирина Васильевна Назарова. Ирина Константиновапа Зинаида Иванова, Геннадий Данилов, Олеся Михайлова юрлани жюри членĕсен кăмăлне уйрăмах кайнă.
Мартăн 21-мĕшĕнче конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пулать, унта юрăçсене республика шайĕнчи жюри хак парать.
Галина ВАРИКОВА.
Читайте нас: