Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
2 Мартӑн 2020, 21:42

Çуркуннене хаваслă кĕтсе илтĕмĕр

Ахпуç ялĕнче хĕл ăсатнă кун вăйă-кулăпа иртрĕ. Çăварнине çынсем çемйисемпе, ачи-пăчипе килнĕччĕ, лайăх кăмăл-туйăмăсене те манман.

Малтан пурте ял халăхă туса лартнă тăвайккинчен ярăнчĕç. Унтан тĕрлĕ конкурссемпе вайăсене хутшăнса парнесемлĕ пулчĕç. Вăйăсем ирттерме Еремеев Слава тата Михайлов Андрей студентсем пулăшрĕç. Унтан пурте библиотека çуртĕнче икерчĕпе вĕри чей ĕçрĕç. Еремеева Лариса, Леонтьева Валентина, Петрова Надежда, Живитько Надежда тата НиколаеваТатьяна уяв сĕтелĕ вали ятарласа тĕрлĕрен икерчĕ пĕçерсе килчĕç. Унтан пурте пĕрле урама тухса, алла-аллăн тытăнса, юрласа-шÿтлесе улăмран тунă хĕл кĕлеткне çунтарса ятăмăр.
Ял халăхĕ ĕçлеме çеç мар, савăнма та пĕлет! Çапла эпир пурте пĕрле хĕле ăсатрăмăр, çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр.
Лия КИРИЛЛОВА.
Читайте нас: