Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
5 Мартӑн 2020, 14:49

Пушкăртстанра моделлĕ библиотекăсем уçма конкурс пĕлтернĕ

Çĕнĕ форматпа учрежденисем уçассине Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Культура» наци проекчĕн «Культураня среда» федераллĕ проекчĕн йĕркипе пăхса хăварнă.

Республикăра 2021 çулта моделлĕ библиотекăсем тума заявкăсене мартăн 23-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 9-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Унта мĕнпур хуласемпе районсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс итогĕсем тăрăх çĕнĕ форматлă библиотекăсем уçма федераллĕ укçа-тенкĕ илекен çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.
2020 çулта Пушкăртстанра виçĕ çакнашкал библиотека тăваççĕ — Благовар, Дюртюли, Туймазă районĕсенче. 2024 çулччен «Культура» наци проекчĕн «Обеспечение качественного нового уровня развития инфраструктуры культуры «Культурная среда» регион проекчĕпе çене ăрури 20 библиотека уçма планлаççĕ.
Читайте нас: