Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Мартӑн 2020, 14:24

Мĕнпур ăшă сăмахсем — Çуркунне-хĕрарăма

Мелевĕспуçĕнчи клубра çурхи уява чысласа концерт иртнĕ.

Ял клубĕнчи коллектив ертÿçи Алена Еремеева каласа панă тăрăх, Мартăн 8-мĕшĕнче «Çуркунне ятлă хĕрарăм» конкурспа концерт программи чаплă пулнă. Арçын ачасем илемлĕ сăвăсем вуланă. Владимир Григорьев «Кăвак çеçпĕл» юрăпа кăмăл-туйама çĕкленĕ. Программăна курма килнисем те хаваспах хутшăннă. «Мелевĕс çăлтăрĕсем» ача-пăча коллективĕ ташăсемпе, «Чашлама» ансамбль юрăсемпе савăнтарнă. Марина Николаева чапла ентеше — А.И.Матвеева-Нухрата чысласа сăвăсем вуланă.
Мероприяти вăйă-кулăпа, ташă-юрăпа вĕçленнĕ.
Галина ВАРИКОВА çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Алена ЕРЕМЕЕВА.
Читайте нас: